Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Синяя птица» (чӑв. Кӑвак кайӑк) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх художникӗн Раиса Терюкалован юбилейне халалланӑ. Экспозицире ӳнерҫӗн килӗнче тата музейре упранакан ӗҫсем пулӗҫ.
Раиса Фоминична 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ. Ӳкерессипе хӗрачана ашшӗ кӑсӑклантарса янӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пӗчӗкренех художник пулма ӗмӗтленнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан пӗлӗвне Ленинградри ӳнерпе промышленность училищинче туптанӑ. Унта вӑл сӗтел-пукан пусмине хитрелетме вӗреннӗ.
Алла диплом илсен Раиса Терюкалова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче виҫӗ ҫул ытларах тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Ӳнер фондне куҫнӑ, кӑштахран каллех пир-авӑр комбинатне таврӑннӑ. Художник ытларах гобеленпа ӗҫленӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, чӑваш халӑх художникӗ Раиса Терюкалова 85 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Улатӑр районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта вӑл Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1967 ҫулта — Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленность аслӑ училищинчен.
Унӑн куравӗсем темиҫе хут та музейсенче уҫӑлнӑ. Художник ӗҫӗсем музейра ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи уйрӑм ҫынсенче упранаҫҫӗ.
Юбилей ячӗпе художника Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем саламланӑ.
Чӑваш Енре Чӑмпӗр облаҫӗн арҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна хӗнесе вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫак 23 ҫулти арҫын Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Иванькоао-Ленино ялне ӗҫтешӗпе стройка ӗҫне килнӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. 23-ри арҫын пӗлӗшне кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен тапнӑ, ҫапнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑн чухнех вилнӗ.
Чӑваш Енри аграрисем 965 пин ытла тонна тыр-пул пухса кӗртнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп ял хуҫалӑх культурисен вӑтам кӑтартӑвӗ юлашки виҫӗ ҫултинчен иртнӗ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсем ытларах акнӑ, 547 пин гектарпа танлашнӑ. Кӑҫал ҫанталӑк типӗ тӑнӑ пулсан та аграрисем тыр пул нумай, 965 пин тонна, пухса кӗртнӗ. Ку енӗпе Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсем малтисен ретӗнче пулнӑ. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ оркругӗсем вара ку кӑтартупа кайра пынӑ.
«Forbes» журналта Раҫҫейри чи пӗчӗк шалу пирки хыпарланӑ-мӗн. Кун пирки халӑх тетелӗнчи «Чувашия online» ушкӑнра пӗлтернӗ.
Ӗҫ укҫине чи сахал тӳлекен топ-100 списокне Чӑваш Енри икӗ муниципаллӑ округ лекнӗ. Вӗсем — Улатӑр тата Шӑмӑршӑ районӗсем.
2022 ҫулта Улатӑр тӑрӑхӗнче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 28 пин те 678 тенкӗпе танлашнӑ (маларах асӑннӑ списокра 49-мӗш вырӑн), Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче — 29 пин те 718,5 тенкӗ (92-мӗш вырӑн).
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа палӑртнӑ тӑрӑх, Росстат даннӑйӗсем пысӑк тта вӑтам предприятисене ҫеҫ пырса тивеҫҫӗ. Пӗчӗ усламҫӑсем тата сахалрах тӳлеме пултарнӑ.
Паян ҫӗрле Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Кире поселокӗнче икӗ ҫын аварире вилнӗ. Инкек Ленин урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоцикла тытса пынӑ каччӑ руле итлеттереймен – йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хӑй те, пассажир та вилнӗ. Водитель 21 ҫулта кӑна пулнӑ. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл мотоцикла икӗ кун маларах кӑна туяннӑ, регистрацилесе те ӗлкӗреймен.
Ӗнер республикӑра ҫил вӑйлӑ пулнӑ. Ҫавна май хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер каҫхине 19 ялта электричество сӳннӗ, 2,5 пин ытла ҫын шар курнӑ. Ҫак списока Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Вӑрмар муниципаллӑ округсенчи ялсем лекнӗ. Каҫхи 9 сехет тӗлне 11 бригада, пӗтӗмпе 29 ҫын, ӗҫленӗ. 22 сехет тӗлне 14 ялта ҫутӑ пулман.
Аса илтерер: ӗнер ҫил ҫеккунтра 20-25 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. 19 сехетре йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.
«Хӗрлӗ автан» ҫурта питӗ хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршисем патне куҫма паман. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 63 ҫултискер, пушартан тухайман. Ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Шӑматкун Улатӑр районӗнчи Соловьевский поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта 50 ҫулти арҫын ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан икӗ арҫынна ҫынна вӑрланӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Асӑннӑ округри Восход посёлокра 53 ҫулти арҫынна пӗрисем ӑн кӗртсе илме шухӑшланӑ. Хӑйсем ӳсӗр пулнӑ.
53-ри арҫын пӗрин арӑмне кӳрентернӗ-мӗн. Ҫавӑншӑн хайхисем тавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсем арҫын патне килне кайнӑ. Унта ӑна хӗненӗ хыҫҫӑн машина ҫине лартса тухса кайнӑ. Арҫынна Чӗмпӗр облаҫне илсе ҫитернӗ. Унта та ӑна машинӑра тытнӑ. Шар курнӑ этеме, юрать, тухса тарма май килнӗ.
Авӑнӑн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 63 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. 54-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, лешӗ ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫав вырӑнта темиҫе сехетрен вилнӗ.
54 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следователь ыйтнипе ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |